Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Google тӑлмачӗнче куҫарса пулӑшасси

Кӗскен: Google тӑлмачӗнче куҫарса пулӑшасси

Тӗллев: Google.Тӑлмачра чӑваш чӗлхиллӗ куҫарусем хатӗрлени. Унсӑр пуҫне ку ӗҫе нумаййӑн хутшӑнсан Google чӑваш чӗлхине асӑрхама пултарать, пирӗн чӗлхене хӑйӗн тӑлмачне кӗртме пултарать.

Ертсе пыраканӗ: Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ

Проект сайчӗ: translate.google.com

Бюджет: ҫук.

Проект вӑхӑчӗ: яланах.

Тӑрӑмӗ: ӗҫлет.

Ӑнлантару

align=right Google тунӑ тӑлмачра тӗрлӗ чӗлхесен куҫару ушкӑнӗсем пур. Ҫав шутра — чӑваш чӗлхин те. Вӑл ушкӑнсем пӗрле ӗҫлесе вӑл е ку чӗлхери куҫару пахалӑхне ӳстерме тивӗҫ.

Хутшӑнас тесен мӗн тумалла?

Чи малтан — сайтра регистрациленмелле. Ку эсир ҫырнӑ хыпарсене идентификацилеме май парӗ. Ун хыҫҫӑн вара, тӗп страницӑри «Хуш» каҫӑпа усӑ курса, хыпар ҫырса тултармалла.

Ӗҫ йӗрки

Сирӗн translate.google.com сайта уҫмалла та «Предложить перевод» (сайт интерфейсӗ вырӑсла пулсан) каҫӑна уҫмалла. Енчен те эсир унччен Google аккаунтне кӗмен пулнӑ пулсан сире унта кӗме ыйтӗҫ (аккаунт ҫук пулсан регистрациленме тивӗ).

Куҫару сӗнмелли пая кӗнӗ хыҫҫӑн сылтӑм пайра сирӗн уйрӑм юпа уҫӑлӗ. Чи малтанах хӑвӑра валли ӗҫлемелли чӗлхесене суйлӑр. Ҫакӑн валли сылтӑмра ҫӳлте вырнаҫнӑ шӑллӑ кӑлтӑрмач евӗр иконка ҫине пусӑр. Кунта «Языки, которыми вы владеете» пай ҫине кӗрсе чӑвашлине суйлӑр. Мӗнпурӗ эсир тӑватӑ чӗлхе суйлама пултаратӑр.

Чӗлхене суйланӑ хыҫҫӑн хӑш чӗлхерен мӗнли ҫине куҫармаллине палӑртмалла пулӗ: «английский -> чувашский». Вара ҫакӑн хыҫҫӑн е «Проверка точности перевода», е «Переводите слова и фразы» текен пая куҫса ӗҫлӗр. Пӗрремӗшӗ ыттисем куҫарнине хаклама май парать (тӗрӗс е ҫук), иккӗмӗшӗ вара — акӑлчанларан чӑвашла куҫарусем кӗртме. Вӑл е ку тӗслӗх пирки иккӗленӳ пур пулсан, е вӑл сирӗншӗн йывӑр пулсан, икӗ пайӗнче те унашкаллисене сиктерсе хӑварма пулать.

Тӗрӗсленӗ чухне куҫарӑнакан тӗслӗхри йӑнӑшсем е опечаткӑсем ҫине пӑхмалла мар. Хальхи вӑхӑтра куҫарнӑ тӗслӗхсене хакланӑ чухне куҫару вырӑнне ӑпӑр-тапӑр текст кӗртнисене е куҫкӗрет тӗрӗс мар куҫарнисене (сӑмахран, чӑвашла мар, акӑлчанла ҫырнӑ пулсан) япӑх тесе палӑртмалла. Чӑвашла ҫырса куҫарнисем ытларах енӗпе тӗрӗсех.

Куҫарнӑ чухне вара эсир акӑлчанла тӗслӗхсене тӳрех ку тӑлмачпа усӑ курса вырӑсла куҫарма пултаратӑр. Вырӑслине вара чӑвашла хӑвар тӗллӗн куҫарса кӗртме пулать. Тепӗр меслет: куҫарма сӗнекен акӑлчанла пуплевӗше е сӑмах ҫаврӑнӑшне Яндекс.Тӑлмачпа куҫарма май пур. Виҫҫӗмӗш меслет: енчен те Яндекс.Тӑлмач пахалӑхлӑ куҫару сӗнеймест пулсан, Google тӑлмачӗ вырӑсла куҫарнӑ варианта Атӑл.Тӑлмачпа усӑ курса чӑвашла куҫарӑр. Тепӗр тесен, Яндекс.Тӑлмач е Атӑл.Тӑлмач тивӗҫлӗ куҫараймасан та эсир вӗсен куҫарӑвне тӳрлетме пултаратӑр. Нихӑш майпа та куҫарма май ҫук пулсан «Пропустить» ҫине пусса вӑл тӗслӗхе сиктерсе хӑварӑр. Пӗринпе самай вӑхӑт хушши аппаланас вырӑнне ҫӑмӑллисене ытларах кӗртсен аванрах пулӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Пирӗн пӗрлӗхӗн ытти проекчӗсем

Пирӗн пӗрлӗх ҫак проектсене ертсе пырать:


 
Категорисем: Пӗрлӗх проекчӗсем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2022-08-09 17:19:12 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1625 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем